Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх район экономикине хăйĕн пĕлтерĕшлĕ тÿпине хывать. Ку сферăра апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3788 çын (район экономикинче тимлекенсен пĕтĕм хисепĕн 38 проценчĕ) тăрăшнă. Пĕтĕмпе вара 760 субъекта регистрациленĕ: вĕсенчен 130 пĕчĕк, 1 вăтам предприяти, 1 фермер хуçалăхĕ тата 628 уйрăм предприниматель.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ваккăн суту-илÿ объекчĕсем 345 (пĕлтĕр – 342) ĕçленĕ, çав шутран Калинино райповĕн – 66 суту-илÿ вырăнĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕсем 29 шутланнă, 14-шĕ – Калинино райповĕн. Йăла тивĕçтерĕвĕсен предприятийĕсем районта 55.
Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем шутне кĕмен организацисен ваккăн суту-илÿ çаврăнăшĕ кăçалхи январь–февраль уйăхĕсенче 115,3 млн тенкĕпе танлашнă. Çак ушкăнри обществăлла организацисен çаврăнăшĕ – 8,3 млн тенкĕ.
Пĕрремĕш кварталта районта потребительсен рынокĕн 2 объекчĕ ĕçлеме тытăннă: апат-çимĕç лавкки тата строительство таварĕсемпе сутă тăвакан лавкка. Çакăнпа пĕрлех çĕнĕ 9 ĕç вырăнĕ те уçăлнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
