Ытларикун район администрацийĕнче коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ В.Ефимова вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем муниципаллă пурлăхпа усă курас йĕркене пурнăçланин тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче коррупциллĕ пулăмсене асăрхаттарма, палăртнă тарифсене мĕнле усă курнине тимлĕхре тытма йышăннă мерăсем çинчен пай пуçлăхĕ А.Иванов каланă.
Ларура пăхса тухнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – коррупцие хирĕçле шухăшсене çамрăксем хушшинче сарасси. Г.Виноградова тĕп специалист-эксперт ăнлантарнă тăрăх, ку мероприятисене чылай çамрăка явăçтарнă, профилактикăна вăйлатма тĕрлĕрен мелсене малашне те ĕçе кĕртмелле.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
