Иртнĕ эрне вĕçĕнче Вăрнарти пушарпа çăлав подразделенийĕн каллех инкек вырăнне тухса кайма тивнĕ. Раççей МЧС-ĕн республикăри Тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, иртнĕ эрнекун 9 сехет те 30 минут тĕлĕнче Пăртас ялĕнчен пушар тухни çинчен пĕлтерÿ пулнă. Кунти пĕр хуçалăхра пурăнмалли çуртра вут-çулăм алхасма тытăннă-мĕн. Вăл мĕнле майпа тивсе илнине палăртассипе яваплă службăсем тимлеççĕ.
Кăçалхи кăтартусене илес-тĕк, инкексен пысăк пайĕ шăпах пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче пулни курăнать. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем кил-хуçалăхра çулăмпа асăрхануллă пулмаллине çине-çинех аса илтереççĕ. Усă куракан газ е электричество оборудованийĕн юсавлăхĕ, вĕсене хăрушсăр ĕçлеттересси, мунчасене правилăсене пăхăнса хутса ăшăтасси те тимлĕхрен тухмалла мар.
Пилĕк уйăхра республикăра пушарсем 382 хутчен алхаснă. Вĕсем кÿнĕ тăкак – 44 миллион ытла тенкĕ. 36 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 39-ăн суранланнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
