Ачасен прависене хÿтĕлес ыйтусем – район прокуратурин кулленхи тĕрĕслевĕнче. Ачасен пăснă прависене суд урлă хÿтĕлессине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çула çитменнисен алиментсене тивĕçмелли прависене хÿтĕлесе Вăрнар район прокуратури кăçал суда 4 тавăç янă. Заявленисенче ачасене пăхса ÿстерме кирлĕ алимент тÿлевĕсене пĕтĕмĕшле 257 пин тенкĕлĕх шыраса илме ыйтнă. Тавăçсене пурне те судсем туллин тивĕçтернĕ. Йышăнусем хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.
Район прокуратури Интернетра вырнаçтарнă ачасен сывлăхне тата ăс-тăнне сиенлеме пултаракан информацие тупса палăртса ăна сарăлма чарассипе те тимлет. Кăçал прокуратура Интернет сетĕнчи хăшпĕр сайтсенчи информацие сиенлĕ тесе йышăнма ыйтнă 6 заявление судсем тивĕçтернĕ. Ку сайтсен даннăйĕсем çинчен сведенисене сиенлĕ сайтсене тупма май паракан Пĕрлĕхлĕ реестра кĕртме хушнă.
Интернет анлăшĕнче сарма чарнă информацисен шутĕнче – харпăр хăйĕн пурнăçне татмалли тата сывлăха сиен кÿмелли меслетсем, саккунсăр суту-илÿ (вăл шутра – ачасене хĕç-пăшал сĕнни) çинчен, аттестатсем, дипломсем е ытти вĕренÿ докуменчĕсем сутни пирки. Прокуратура тавăçĕсемпе судсем килĕшнĕ, усал информацин çулне пÿлнĕ.
Район прокуратурин сотрудникĕсем çавăн пекех судсем ашшĕ-амăшĕн прависене чакарассипе, хăтарассипе е çĕнĕрен вăя кĕртессипе, усрава илессипе, 14–18 çулти çамрăксен хăйсен тупăшĕпе хăй тĕллĕн усă курмалли прависене чакарассипе е вуçех чарассипе, çула çитменнисен право пултарулăхне йышăнассипе çыхăннă гражданла ĕçсене тишкернĕ чух та пĕтĕмлетÿсем параççĕ.
Е.ИЛЛАРИОНОВ,
Вăрнар район прокурорĕн
тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ юстици советникĕ.
Ноябрь 2024 |