«Салтак чунĕн тăван çĕре таврăнас килсен вăл тупăнатех», – тенĕччĕ Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов Хирпуçĕнчи Александр Платонов салтакăн юлашкийĕсене Смоленск облаçĕнчен илсе килсе пытарнă чыслă самантра. Ку сăмахсем тĕрĕсе килнине шырав кăтартăвĕсем аван çирĕплетеççĕ.
Новгород облаçĕнчи Н.Орлов ячĕллĕ «Долина» шырав экспедицийĕ Парфино районĕнчи Васильевщина ялĕ çывăхĕнче 33 салтакăн тата РККА командирĕсен юлашкийĕсене тупнă. Вĕсемпе пĕрлех – тăватă медальон тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне.
Медальонсенчен иккĕшĕ пушă пулнă. Пĕрне экспертизăна янă. Тепĕр медальонри запискăна уй-хир лагерĕнчех вулама, вăл камăн пулнине палăртма май килнĕ. Вăл стрелоксен 126-мĕш уйрăм бригадин стрелокĕ Егор Ильич Уланков пулни палăрнă. Запискăра çавăн пекех салтак 1918 çулта, Чăваш АССР-ĕнчи Вăрнар районĕнчи Носково (ахăртнех, пăтраштарнă) ялĕнче çуралнă тесе çырнă. Çемйин адресне кăтартнă: Вăрнар районĕ, Кÿстÿмĕр ялĕ, амăшĕ – Мария Ефимовна Уланкова.
Егор Уланков, 24-ри каччă, 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Васильевщина ялĕ çывăхĕнчи çапăçура пуçне хунă.
Шырав отрячĕ Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕ урлă тăванĕсене шыраса пирĕн района тухнă. Кÿстÿмĕрте, чăн та, Уланковсен йăхĕ пур. Акă Антонина Кузьминичнапа Иван Анатольевич Уланковсем. Çĕр ĕçченĕсем. Вуникĕ ачана кун çути панă. Кунти шкулта вĕсен хĕрĕ Валентина Ивановна Уланкова-Уткина вăй хурать. Тепĕр хĕрĕ – Севастопольте пурăнакан Юлия Ивановна Ефимцева (Уланкова) çыру пирки пĕлсенех архивсене тĕпчеме пуçланă, паттăр салтак хăйсен тăванĕ тесе шутлать. Вăл тупнă салтак юлашкийĕсене Новгород облаçĕнчи Парфино районĕнчи Ясная Поляна çар масарне пытарнă çĕре те хутшăннă.
– Паллах, Егор Уланковăн юлашкийĕсене тăван тăрăха та илсе килсе пытарма пулатчĕ. Анчах та ăна хăйпе пĕрле çапăçнă юлташĕсемпе юнашар пытарни тĕрĕсрех тесе шутларăм. Çитменнине, вăл пирĕн тач тăванне хальлĕхе çирĕплетейместĕп, кăна тĕпчемелĕх пур. Çапах та эпĕ унăн вилтăпри çĕрне илсе килсе Çимĕкре Кÿстÿмĕр масарĕнче Уланковсемпе юнашар сапрăм, – терĕ Юлия Ивановна редакцире пулнă май.
Новгород облаçĕнчи шыравра тупнă чылай экспоната илсе килнĕ Юлия Ивановна, вĕсене музея парассине пĕлтерчĕ. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл «Вилĕмсĕр полк – Мускав» проекта та хутшăннă, Егор Ильич Уланковăн ятне «Вилĕмсĕр полка» çыртарнă.
Егор Уланков май уйăхĕн 6-мĕшĕнче, çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ кунĕнче çуралнă. Кăçал вăл кун çути курнăранпа 100 çул çитнĕ.
Сăмах май, Ясная Поляна çар масарĕнче «Долина» шырав отрячĕ 2005–2015 çулсенчи экспедицисем вăхăтĕнче тупнă Çурçĕр-Хĕвелтухăç фронтĕнче çапăçса пуç хунă 7072 салтакăн юлашкийĕсене пытарнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |