Елизавета - чи маттурри

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2025, 19:00 Просмотров: 863

Уяв умĕн районти культура çуртĕнче чуна ăшăтакан мероприяти - «Мини-мисс Вурнары» конкурс - иртнĕ. Унта кĕçĕн çулхи хĕрпĕрчисем тупăшнă.

Ача садне çÿрекенсемшĕн ку пĕрремĕш сумлă конкурс тесен те йăнăш пулмĕ. Тем пек хумхансан та вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарнă. Юрлама та, ташлама та, сăвă вулама та ăста вĕсем.

Конкурс пурин чĕрине те хускатнă. Ачасене ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕсем, ача сачĕсен коллективĕсем хавхалантарнă.

Чи маттурри вара Вăрнарти «Березка» ача сачĕн воспитанникĕ Елизавета Андреева пулса тăнă.

Саламлатпăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика