Хăйсен тивĕçне манаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.06.2018, 10:55 Просмотров: 439

Суд приставĕсен служби тĕрлĕ ушкăнри суд йышăнăвĕсене пурнăçлассипе тимлет. Анчах, социаллă пĕлтерĕшне кура, алиментсене шыраса илесси чи çивĕччисен шутĕнче.

Ачасене хÿтĕлемелли кун йĕркипе иртнĕ мероприятисене те суд приставĕсен районти пайĕн сотрудникĕсем хăйсен тÿпине хывнă. Алиментсемпе çыхăннă суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе, парăмсене нумай пухнисенчен вĕсене хистевлĕ майпа шыраса илес тесе, суд приставĕсем черетлĕ рейда тухнă. Вĕсем парăмçăсен адресĕсемпе килĕсене çитнĕ, производствăсене пурнăçлама майсем шыраса пурлăх лару-тăрăвне хакланă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе РФ КоАП-ĕн суд приставĕсен ĕç-хĕлне пырса тивекен статйисемпе административлă протоколсем те çырма тивнĕ.

Чăннипе, ачисен ырлăхне тивĕçтерессинчен пăрăнакансем пирĕн хушăра сахал мар. Республикăра, акă, алимент тÿлемен арçын-парăмçăн вăтам портретне те палăртнă. Вăл – 30–42 çулхи, официаллă тупăш çук, пысăк ял-поселокра е хулара пурăнакан арçын. Нумай чухне парăмçăсем ăнăçсăр çынсен ушкăнĕнчен, ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнăскерсем. Ывăл-хĕрĕсене воспитани пама хутшăнмаççĕ çеç мар, вĕсене килсе те курмаççĕ.

Саккунпа вара алиментсене тÿлессинчен пăрăнакансене административлă кăна мар, уголовлă явап та кĕтет. РФ КоАП-ĕн 5.35.1-мĕш статйипе административлă явап тыттарнă хыççăн та тÿрленме шутламаннисене РФ Уголовлă кодексĕн 157-мĕш статйипе айăплаççĕ. Районти суд приставĕсем парăмçăсене, лару-тăрăва кăткăслатмасăр, ачисене пăхса ÿстерес тивĕçе ăнланса илме, тÿлевсене хăйсен ирĕкĕпех вăхăтра татма сĕнеççĕ.

И.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика