Пограничник-ветерансен «Щит Родины» обществăлла организаци хастарĕсем эрнекун ятарлă çар операцийĕн малти линине черетлĕ пулăшу ăсатрĕç
Гуманитарие пухас ĕçе общественниксемпе пĕрле округри сунарçăсем те хутшăннă. Пĕтĕмĕшле вĕ-сем 500-е яхăн пин тенкĕ пухнă. Укçа-тенкĕпе фронтра питех те кирлĕ хатĕрсем туяннă.
Хальхинче пограничниксем 19 сунар пăшалĕ, 1200 патрон, бензопăчкă, дисклă пăчкă, циркулярка, шуруповерт, болгарка, электродсем, саморезсемпе пăтасем, гигиена хатĕрĕсем, пысăк парти таса шыв, ыттине ăсатрĕç. Груза тиеме хастарсем чылаййăн пухăнчĕç.
- Ку хутĕнче пулăшу «Бахмут» çар батальонне çитĕ. Кунта хамăр республикăри каччăсем нумаййăн тăраççĕ, - пĕлтерчĕ «Щит Родины» председателĕ, Обществăлла палата членĕ Иван Яковлев.
Вăл хăйĕн соратникĕсем, çавăн пекех уйрăм предпринимательсем çав тери хастар пулнине пытармарĕ, чĕнĕве кашнинчех ырă шухăшпа йышăннине палăртрĕ. Пулăшу кÿнĕ кашни çынна ятран асăнчĕ. Вĕсем - Алексей Гурьянов, Юрий Герасимов, Сергей Казаков, Андрей Андреев, Геннадий Кудрявцев, Андрей Эндерев, Владимир Архипов, Евгений Павлов, Олег Михайлов, Александр Шашкаров, Иван Яковлев, Валентин Павлов, Андрей Варламов, Алексей Федотов, Эдуард Григорьев, Владимир Дмитриев, Геннадий Николаев, Юрий Вазянга, Сергей Леонтьев, Виктория Сантимер, Андрей Иванов, Андрей Самолетов.
Хастарсене округ администрацийĕн представителĕ Владимир Малицкий ырă ĕçшĕн тав турĕ, хăй те гуманитари грузне тиеме пулăшрĕ.
Черетлĕ пулăшу малти линие елчĕксен составĕпе пĕрле çитĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2025 |