Уй-хирти илемлĕх – калча

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.06.2018, 10:58 Просмотров: 807

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисенчен тăракан пысăк ушкăн тырпул акнă лаптăксенче калчасем мĕнле ÿснипе паллашнă.

Кăçал районти аграрисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13249 гектар акнă. Кĕрхисем 4790 гектар йышăнаççĕ. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан çуракине кăшт каярах юлса тухнă пулин те, хуçалăхсем ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлеме пултарнă.

Малтанах ушкăн Вăрнарти аш-какай комбиначĕн уйĕсене çитнĕ. Агрохолдинг ертÿçи Николай Аливанов экскурси ирттернĕ. Вăл çурхи ĕçсене агротехника требованийĕсене пăхăнса ирттернине, уй-хире минераллă удобренисемпе çителĕклĕ апатлантарнине пĕлтернĕ. Уй-хирте хальхи йышши хăватлă техника ĕçленĕ.

«Санары» агрофирмăн уйĕсем те ертÿçĕсене кăсăклантарнă. Кăçал хуçалăх 18 тĕрлĕ культура акнă. Хыççăн ытти хуçалăхсен уйĕсенче те пулнă. «Мураты» хуçалăхра вара техника упрамалли çĕнĕ ангара пăхса çаврăннă. Ертÿçĕсем çурхи ĕçсене мĕнле ирттерни пирки каласа панă.

Уйсене пăхса тухнин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 1-мĕш вырăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, иккĕмĕшне Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх, виççĕмĕшне «Янгорчино» хуçалăх тивĕçнĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика