Суд приставĕсен службин сотрудникĕсем йывăр лару-тăрури ачасене яланах пулăшма хатĕр. Вĕсен ыйтăвĕсем уйрăм тимлĕхре.
Çуллахи каникул пуçланнă май, акă, Вăрнарти суд приставĕсем çула çитмен А. килне хăнана çитрĕç. Суд приставĕсем, ку ачан прависене хÿтĕлесе, алиментсем шыраса илессипе тимлеççĕ. Амăшĕ, ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнăскер, виçĕ çул пурнăçлав шыравĕнче шутланать, мăнукне кукамăшĕ (опекун) пăхать.
Пакунлă хăнасем опекуна тата ачана вĕсен прависене ăнлантарнă. Сăмахран, гражданин ăçти çинчен вăл пурăнакан вырăнта çулталăк хушши нимĕнле сведени те пулмасан, РФ Гражданла кодексĕн 42-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ăна хыпарсăр çуккисен йышне кĕртме май пурри пирки те. Судсем, ку ыйтусене пăхса тухнă чух, парăмçăсем тĕлĕшпе пурнăçлав производствисемпе çулталăк ытла шырав ĕçĕсем ирттернине те шута илеççĕ.
Гражданин хыпарсăр çукки çинчен калакан суд йышăнăвĕ тăрантаракан çухатнипе пенсие тивĕçме право парать.
Енчен те шырав ĕçĕн материалĕсем парăмçă ăçтине палăртма май çуккине çирĕплетеççĕ, ун çинчен çулталăк ытла сведенисем пулман-тăк, взыскателĕн е опекăпа попечительство органĕсен ăна хыпарсăр çук тесе йышăнма ыйтса суда тухмалла.
И.СЕМЕНОВА,
суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |