«Халăх инвентаризацийĕ» çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:29 Просмотров: 601

Районта капиталлă строительствăн хуçасăр, усă курман, çавăн пекех аварийлă объекчĕсене тупса палăртакан «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать.

Акци Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă задачăсене пурнăçлас йĕркепе иртет. Вăл пушă, пăрахнă объектсене: çуртсене, хуралтăсене, сооруженисене, сад-пахча çурчĕсене, ыттисене тупса палăртас тĕллевлĕ. Культура еткерлĕхĕн палăкĕсем уйрăм тимлĕхре. Çавăн пекех – харпăрлăхçăсене объектсене кирлĕ пек тытса тăрасси пирки асăрхаттарасси те.

Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнче «Халăх инвентаризацийĕ» 48 объекта шута илнĕ, вĕсенчен 91,7 процентне хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртнĕ. Акци вăхăтĕнче палăртнă пĕр объекта хуçасăррисен шучĕпе Росреестр учетне илнĕ. 33 объект тĕлĕшпе еткерçĕсем харпăрлăх правине регистрациленĕ, 5 объект тĕлĕшпе хуçисем правăна çирĕплетнĕ. Пĕр объекта пăснă. Унсăр пуçне, пушă ларнă куçман пурлăх объекчĕсене сутнипе район бюджетне 1454 пин тенкĕлĕх хушма тупăш пырса кĕнĕ.

Район администрацийĕ умĕнче халĕ тупса палăртнă мĕнпур объекта хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртес, çĕрĕшнĕ объектсене йĕркене кĕртес е пăсас задачăсем тăраççĕ.

Малашлăхра акци уйрăм сектора тимлĕхе илĕ.

Чăваш ен Юстици министерстви пушă, хуçасăр, çĕрĕшнĕ куçман пурлăх объекчĕсем пирки пĕлсен, район администрацине пĕлтерме, вĕсенче мĕнле те пулин площадка е социаллă объектсем вырнаçтарма сĕнÿсем пама ыйтать. Информацие министерствăна та пĕлтерме юрать (428018, г.Чебоксары, ул.К.Иванова, д.8, тел. 8(8352)64-21-44). e-mail: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript., Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика