Пĕрлешÿллĕ нацисен организацийĕн резолюцийĕпе - 1994 çултанпа çу уйăхĕн 15-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Çавна май 60 çул каялла Вăрнарти зооветеринари техникумĕнче вĕреннĕ çулсенче студентсем чăмăртанă çемьесем час-часах аса килеççĕ, хăшпĕрисемпе вара паян кун та çыхăну тытатпăр, тĕлпулусенче çамрăк чухнехи манăçми самантсене аса илетпĕр.
1966 çулхи кăрлачра эпир, 48 хĕрпе 29 яш, вăтам пĕлÿллĕ ял хуçалăх специалисчĕн дипломне алла илсе республикăн тĕрлĕ районĕсенче ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Анчах та пурте мар. Вĕренсе пĕтересси икĕ уйăх юлнăччĕ, пирĕн курсри тăхăр çамрăка Совет Çарне кайма повесткăсем пачĕç. Вĕсем вара патшалăх экзаменĕсене палăртнă вăхăтчен тытса дипломсене те пирĕнтен маларах илчĕç. Хамăр районти Авруй каччи Коля Алексеевпа Çавалкас çамрăкĕ Роберт Кустин Одессăра çĕршывăн кăнтăр-хĕвеланăç чиккине сывлăшран хÿтĕлекен çар чаçĕнче, Услапара çуралса ÿснĕ Федя Куликов «Байконур» космодромра, Канаш çывăхĕнчи Карăклă каччи Володя Александров Балти тинĕс-çар флотĕнче, çав районти Сукайкасси ялĕн çамрăкĕ Толя Владимировпа Патăрьел районĕнчи Туçа каччи Леша Телегин Карпат тăвĕсем хыçĕнчи Венгри чиккинче…
Тĕплĕнрех хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ,
техникумран 60 çул каялла вĕренсе тухнă, Чăваш Республикинчи
АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ
Пăртас
Май 2025 |