Каникул вăхăтĕнче ирĕклĕ çÿрекен ачасене тĕрлĕрен хăрушлăх кĕтме пултарать. Çутçанталăк ытамĕнче те, çулçÿревсенче те, кил-тĕрĕшре те. Аслисем енчен тивĕçлĕ асăрхав çук пулсан пушшех те. Каникул усăллă, пăтăрмахсемсĕр ирттĕр тесен ашшĕ-амăшĕсен енчен ачасене хăрушсăрлăх правилисене аса илтерсех тăни кирлĕ:
- ачасемпе ятламасăр, сасă хăпартмасăр калаçса, яланах асăрхануллă пулнин пĕлтерĕшне ăнлантарăр;
- ăçта, кампа сирĕн ача – нихăçан та тимлĕхрен ан кăларăр;
- ан манăр: каçхине 22 сехетрен ирхине 6 сехетчен вĕсен хăйсем тĕллĕн урамра çÿреме юрамасть;
- палламан çынсемпе калаçма, вĕсем хăть мĕн сĕнсен те пĕрле кайма, машинăна ларма юраманнине ăнлантарăр;
- вĕсем пĕвесемпе кÿлĕсем, юханшывсем хĕрне аслисемсĕр ан çÿреччĕр;
- çул çинче инкеке лекес мар тесен çул-йĕр правилисене те лайăх пĕлмелле тата пăхăнмалла;
- походра-и, спорт площадкинче-и, çулçÿревре-и – сыхлăх пĕрремĕш вырăнта пулмалла.
Вут-çулăмпа алхасма юраманнине уйрăммăн асăрхаттаратпăр. Мĕншĕн тесен çулсеренех ачасем ашкăннипе пушар чылай тухать. Аслисен те тимлĕхе вăйлатни пăсмасть. Сÿнтермен кăвайтсем, кăмрăк-кĕл, сигарет тĕпĕсемпе шăрпăксем, дача участокĕсемпе вăрмансем çывăхĕнче çÿп-çап çунтарни те инкек сăлтавне куçни сайра мар. Аслисен хăйсен, тĕрĕссипе, кĕçĕннисене пушар хăрушсăрлăх правилисене куллен пăхăнса тĕслĕх кăтартмалла. Пирĕншĕн ачасен сывлăхĕсемпе пурнăçĕсене сыхласа хăварасси тĕп вырăнта пулмалла.
Ю.ИВАНОВ,
асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
Ноябрь 2024 |