100 пин тенкĕ тÿлерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2025, 09:39 Просмотров: 520

Эпир темиçе çул ĕнтĕ хамăрăн пурлăха, автомашинăна, выльăха «Ингосстрах» шанчăклă компанире страхлатпăр. Кунта вăй хуракан сотрудниксем пирки лайăххине çеç каламалла. Вĕсем яланах ырă кăмăллă, тарават, сиксе тухакан ыйтусене çийĕнчех татса пама пулăшаççĕ. Кăçал хуçалăхра инкек пулчĕ, ĕне чирлерĕ. «Ингосстрах» компанине кирлĕ документсене тăратнă хыççăн кĕске вăхăтрах страхлав суммине пĕтĕмпех, 100 пин тенкĕ таран, счет çине куçарса пачĕç. Эпир Мăн Явăшри страхлав агентне Светлана Григорьевна Дергачевана тата «Ингосстрах» компанин Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçине Нина Алексеевна Андреевана пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем, страхлав компанине малалла та аталанса, ÿссе пыма сунатпăр.

Фоминсем, Мăн Явăш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика