Йăлана кĕнĕ тăрăх, Республика кунĕ умĕн республикăри чи лайăх 100 агропромышленность предприятийĕсен ячĕсене пĕлтернĕ.
«Агро-100» клуба иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Вăрнар районĕнчи сакăр хуçалăх кĕнĕ.
Вăрнарсенчен чи çÿлти – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, вăл рейтингăн иккĕмĕш йĕркине йышăннă. Ертÿçи – Николай Аливанов.
К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх (ертÿçи Валерий Шумилов) – 17-мĕш, «Мураты» (Геннадий Спиридонов) –– 23-мĕш, «Санары» (Роберт Петров) – 33-мĕш, «Янгорчино» (Геннадий Романов) – 62-мĕш, «Агрохмель» (Борис Семенов) – 64-мĕш, «Победа» (Алевтина Семенова) – 70-мĕш, «Луч» (Вячеслав Ижелеев) 86-мĕш йĕркесене йышăннă.
«Агро-100» клуб йышне кĕнисене республика уявĕ умĕн чысланă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов унта çавăн пекех техникăна юсавлă, эффективлă тата хăрушсăр ĕçлеттернĕшĕн хисепе тивĕçнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |