Çак шухăша районта Пĕтĕм Раççейри çамрăксен кунĕнче çирĕппĕн палăртрĕç
Ун йĕркипе Вăрнарта вĕренсе тухакансемпе форум иртрĕ. Хĕрсемпе-каччăсемпе тĕл пулнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников пухăннисене çирĕп пĕлÿ илсе района ăста специалистсем пулса таврăнма ăнăçу сунчĕç.
Каçхи программăра Леонид Николаев Вăрнар районĕн çамрăкĕсем тĕрлĕ енлĕ аталаннине, тăван ен чысне чылай конкурс-ăмăртура çĕкленине асăнчĕ, тĕрлĕ отрасльте кăтартуллă ĕçлекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Чыса тивĕçнисем: Александра Григорьева – вĕрентÿ пайĕн методисчĕ, Владимир Ермолаев – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн инженер-электрикĕ, Анастасия Майорова – Вăрнарти 2-мĕш шкулти биологи учителĕ, Вероника Одырева – Вăрманкасри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи, Мария Прокопьева – район тĕп больницин терапи уйрăмĕн медицина сестри, Дмитрий Чарков – Вăрнарти 1-мĕш шкулти физика тата информатика учителĕ, Вера Яковлева – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕн заместителĕ.
Çак кунах ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксен канашĕсем хушшинче «Спорт молодых» эстафета иртрĕ. Ун çĕнтерÿçисене – ял хуçалăх техникумĕн, районăн çамрăксен канашĕн тата район тĕп больницин командисене – район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов саламласа чысларĕ.
Уява ача-пăча ÿнер шкулĕн, Вăрнарти 2-мĕш шкул выпускникĕсен, Зинаида Ижелеева ертсе пыракан ташă ушкăнĕн номерĕсем, чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ илемлетрĕç.
Çамрăксен кунне пуçласа 1958 çулта – июнь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче – паллă тума тытăннă. Июнĕн 27-мĕшĕнчи датăна 1993 çулта çирĕплетнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |