Шкулсенче – юсав ĕçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.07.2018, 14:39 Просмотров: 384

Çуллахи каникул çуррине çитрĕ пулин те, районти вĕренÿ организацийĕсенче пурнăç вĕреме пăрахман-ха. Вĕсенче пикенсех ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнма хатĕрленеççĕ.

Кăçал шкулсемпе ача сачĕсене юсама 12 млн тенке яхăн уйăрнă. Малти Ишекри тата Аçăмçырминчи вăтам шкулсенче патшалăхăн ятарлă программипе спорт залĕсем çĕнелеççĕ. Республика бюджетĕнче кашнинчех 1 млн та 74 пин тенкĕ тăкаклама пăхнă.

Кульцаври вăтам шкул тăррин юсавĕ валли район бюджетĕнче 800 пин тенкĕ пăхнă.

Хапăсри вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен шкул çулĕчченхи ушкăн ĕçлеме тытăнĕ. Реорганизаци валли 2 млн та 50 пин тенкĕ уйăрнă.

Юсав ĕçĕсем Ярмушкари тата Туçи Мăратри шкулсенче те пыраççĕ. Юлашкийĕнче спорт залне пуçаруллă бюджет программипе юсаççĕ. Пĕрлехи хывăмра – республика, район бюджечĕсен тата ку тăрăхра пурăнакансен укçи-тенки.

Поселокри «Ромашка» ача садĕнче пысăк ĕçсем пурнăçланнă. Тĕплĕ юсавра çурт тăрри, чÿречесем çĕнелнĕ, шалти ĕçсене туллин пурнăçланă.

Çитес вăхăтра районта шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнакан комисси ĕçлеме тытăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика