Çĕнĕ вăйпа ялкăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:10 Просмотров: 13

Çĕрпелĕнче культура вучахĕ çĕнĕ вăйпа ялкăшма пуçларĕ. Çĕнĕ çул умĕн тĕплĕ юсав хыççăн ял клубне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Культура çуртĕнче хăтлă та ăшă, çутă. Кермен тейĕн. Кунта кĕрсенех кирек камăн кăмăлĕ те çĕкленмелле.

Çĕнелнĕ клубра пухусем, уявсем, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме питĕ меллĕ. Учрежденин сăн-сăпачĕ республикăри «Культура аталанăвĕ» патшалăх программине пурнăçа кĕртнипе улшăннă.

Çĕрпел, Хирпуç культура çурчĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсенчи артистсем хăнасене, курма килнĕ ял-йыша хапăлласа кĕтсе илчĕç. Юрă-кĕвĕ ян та ян юхрĕ. «Чÿречине яри те уçса ярăр ...» - шăранчĕ илемлĕ кĕвĕ фойере. Клуб çĕнелни ял пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Йышлăн пухăнчĕç хăнасем: округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, культура пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ермошкин, «Янгорчино» кооператив ертÿçи Геннадий Романов, Федор Кузьмин таврапĕлÿçĕ тата тĕпчевçĕ, «Совет офицерĕсен союзĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Николай Васильев тата ыттисем. Çĕрпел территори пайĕн пуçлăхĕ Инна Трофимова, культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Романова пурне те тарават кĕтсе илчĕç.

Культура çуртĕнче картинăсен чаплă галерейи пур. Ăна уçас тесе иртнĕ ĕмĕрте паллă художник Николай Прокофьевич Карачарсков нумай тăрăшнă. Савăнăçа пĕрле пайлама уява унăн мăнукĕ те çитрĕ. Вăл та аслашшĕ пекех Николай ятлă, ÿнерçĕн йăхне малалла тăсать.

Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова сăмах илнĕ май Çĕрпелти клубра тĕплĕ юсав ирттерме пулăшнăшăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатне Алла Салаевăна, Чăваш ен Пуçлăхне Олег Николаева, правительствăна тав турĕ. Çĕрпелти культура çуртне çĕнетме республика бюджетĕнчен 16,3 миллион тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран - 1,8 миллион тенкĕ.

Çĕнĕ клубра чаплă концерт пулчĕ. «Çĕрпел ен», «Шăпчăксем» пултарулăх коллективĕсем, Çĕрпел шкулĕн вĕренекенĕсем уяв программине илемлĕ номерсемпе пуянлатрĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарчĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика