Çĕнĕ лауреат - Вячеслав Алексеев

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:12 Просмотров: 15

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн шанчăклă та çывăх тусĕсем сахал мар. Йăлана пăхăнса çулсеренех редакци коллегийĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн - чăваш халăх писателĕн Анатолий Викторович Емельяновăн - çуралнă кунĕнче ун ячĕллĕ преми лауреатне çирĕплетет.

Кăçал сумлă ята «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ, таврапĕлÿçĕ Вячеслав Николаевич Алексеев тивĕçрĕ. Вăл вулакансене пуян содержаниллĕ статьясемпе, очерксемпе тăтăшах паллаштарать. Архив докуменчĕсемпе те туллин усă курать вăл. Патриотлăх темине тĕплĕн çутатать.

- Вячеслав Алексеев çырнă статьясене хапăлласах вулатпăр. Ятлă-сумлă ентешсен, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен, вăрçă паттăрĕсен пархатарлă кун-çулне халалланă очеркĕсем чун-чĕрене хускатаççĕ, - пĕлтерчĕç хаçат тусĕсем пĕри те тепри.

Вячеслав Николаевич «Россельхозцентр» учрежденин округри уйрăмĕнче тĕп агрономра тăрăшать. Вăрнар ене, тăван тăрăха чунтан юратать. Тÿрĕ кăмăлпа чылай çул тăрăшнăшăн, профессири ăсталăхшăн Вячеслав Алексеева 2022 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа та чысланă. Тĕп тивĕçе пурнăçланисĕр пуçне вăл ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ пирки статьясем çырма та вăхăт тупать. Çавăн пекех тăван ен историйĕпе, унăн пуян культурипе те кăсăкланать.

Вячеслав Алексеев Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕ. Вăл тăван ялĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионов ячĕпе хисепленекен музейăн ертÿçи те. Вячеслав Николаевич анлă тавракурăмлă та пултаруллă. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председателĕнче те, округ депутатĕнче те тăрăшать.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ Анатолий Емельянов ячĕллĕ премийĕн çĕнĕ лауреатне Вячеслав Алексеева Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе ăшшăн саламлать, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăхлă пулма, пултарулăхра малалла та ÿсĕм-çитĕнÿ тума, çĕнĕрен те çĕнĕ статьясем çырма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунать.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика