Ырă та ĕçчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2026, 13:40 Просмотров: 11

Арçын - вăл пурнăç тĕрекĕ, Тăван çĕршыв, çемье хÿтлĕхĕ, шанчăклăх. Çулсем иртсен те ачисемшĕн, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсемшĕн вăл ырра вĕрентекен, тĕрĕс çул кăтартакан.

Нумаях пулмасть Кÿстÿмĕр ялĕнчи Василий Иванович Иванов юбилей кĕрекине ларнă, 90 çул тултарнă.

Василий Иванович яш чухне Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăнă, моряк пулнă. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ача çитĕнтернĕ. Василий Иванов совхоз-техникумра ĕçленĕ. Халĕ юбиляра 7 мăнукĕпе 10 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.

Сумлă ÿсĕмри Василий Иванович çивĕч ăс-тăнлă пулнипе пурне те тĕлĕнтерет. Паянхи кун та сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Кăмăлĕпе те питĕ ырă вăл.

- Пирĕнпе нихăçан та сиввĕн калаçмасть. Пурин те ун пек ырă та ĕçчен пулас килет, - терĕç Василий Иванович пирки тăванĕсем.

Василий Ивановича чун-чĕререн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Юбилярăн пархатарлă кун-çулĕ пуриншĕн те паха тĕслĕх пултăр. Василий Ивановичăн кашни кунĕ савăнăçпа, телейпе тултăр, кил-çуртĕнче яланах ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланччăр.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика