Ял хуçалăх предприятийĕсен сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:18 Просмотров: 15

Çакă хамăр округри аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари, Шупашкар тăрăхĕнчи Тутаркассинчи, Элĕк округĕнчи Мăн Шĕвĕшри сĕт-çу, Ишлейри Шалеев предпринимателĕн Чурачăкри выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенче, Муркашри чăх-чĕп фабрикинче тата ытти чылай ял хуçалăх предприятийĕнче те, вĕсемпе республикăри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕ тачă çыхăну тытса тăнăран, уççăн курăнать.

Хаçатăн пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче тухнă 63-мĕш номерĕнче ку пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, унăн уйрăмĕ Вăрнар округĕнче те пурри, ăна нумай çул Ульянов ячĕллĕ колхозра шофертан пуçласа председатель таран ÿснĕ Иван Федоров ертсе пыни çинчен çырнăччĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче иртнĕ округри отчетпа суйлав пухăвĕнче те пĕрлешÿ членĕсем ăнах ертÿçĕре хăварчĕç. Палăртас килет, 2020 çулхи утă уйăхĕччен çак яваплă ĕçе ковид чирне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă районăн тĕп ветеринари врачĕ Николай Тихонов ăнăçлă пурнăçласа пынăччĕ.

Ветерансен пĕрлешĕвĕ ял хуçалăх продукцине туса илекен тата тирпейлекен предприятисемпе тачă çыхăну тытнă май, час-часах вĕсене тухса çÿрет, усăллă канашсемпе пулăшать, паха опыта ытти хуçалăхсене çитерес енĕпе тăрăшать, хăйсен вăхăтĕнчи ырă тĕслĕхсемпе паллаштарать. Çапла вара хуçалăхсемпе министерство хушшинче хăйне май çыхăну кĕперĕ пулса тăрать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ,

республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика