Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2026, 10:12 Просмотров: 16

Чăваш ен Прокуратурин ĕçĕнче коррупциллĕ пулăмсемпе кĕрешесси, ку ушкăнри киревсĕр ĕçсене хутшăнакансене явап тыттарасси чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутне кĕрет. Ăна пурнăçлассипе мĕнпур йĕрке хуралĕн органĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Унчченхи эрнере те, акă, коррупцие хирĕç тăрассипе пĕлтĕр тата кăçалхи çак тапхăрта ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Коллеги ларăвне республика прокурорĕ Эдуард Гиматов ертсе пынă.

Ведомство ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, йышăннă мерăсем, профилактика мероприятийĕсем лару-тăрăва лайăхлатма май панă. 2025 çул кăтартăвĕсем тăрăх, коррупциллĕ преступленисен, çав шутра вак-тĕвек взятка илнĕ тĕслĕхсен те, хисепĕ чакни курăнать. Прокурорсем хутшăннипе, акă, пĕлтĕр тата кăçал коррупциллĕ пулăмсемшĕн должноçри 480 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Çавăн пекех шанчăкран тухнине пула 12 чиновникпа депутатăн полномочийĕсене вăхăтсăр пăрахăçланă тата должноçрен хăтарнă-мĕн.

Лару вăхăтĕнче Эдуард Гиматов çак тапхăрта тупса палăртнă уйрăмах резонанслă преступленисем çинче те чарăнса тăнă. Хăшпĕр хула-округ прокуратурисене тата йĕрке хуралĕн органĕсене вăл коррупцие хирĕçле ĕçе вăйлатма хушнă. Лару пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх та ку сферăри ĕç-хĕле лайăхлатма йĕркелÿ мерисене хатĕрленĕ, тематикăллă тĕрĕслев мероприятийĕсене ирттерессине те йышăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика