Паянхи пурнăçра инфекци чирĕсем сывлăхшăн малтанхи пекех пысăк хăрушлăх кăлараççĕ. Çавăнпа та сывлăха упраса хăварма иммун профилактики пулăшĕ.
Иммун профилактики – инфекци чирĕсене асăрхаттарассипе çыхăннă мерăсен комплексĕ. Унăн тĕп инструменчĕ - вакцинаци. Организма чир пуçарса яракан вăйсăрлатнă микробсемпе вĕсен фрагменчĕсене яраççĕ. Вĕсем чирлеттермеççĕ, иммунитета ятарлă антителасем кăларма пулăшаççĕ. Çапла майпа малашне иммунитет чир пуçарса яракан микробсем организма лексен вĕсене хăвăрт палласа илсе пĕтерет. Иммун профилактики йывăр иртекен чирсенчен - полиомелит, хĕрлĕ шатра, столбняк, дифтери, В гепатит - хÿтĕленме пулăшать. Чир шала каяс хăрушлăха сирет, инвалидноçрен е вилĕмрен çăлса хăварма пултарать. Чир аталансан та, вакцинаци хыççăн çăмăлрах иртет. Вакцинаци коллективлă иммунитета йĕркелет. Халăхăн пысăк пайĕ прививка тунă пулсан, чир вăйлă сарăлаймасть.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Виктория НИКОЛАЕВА,
врач-терапевт
Июнь 2026 |
