Кĕвĕ-çĕмĕ, илемлĕ сăмах тата ăрусен пĕрлĕхĕ... Республикăри халăх твор-чествин центрĕ юрă-ташă ăстисене пухса чăн-чăн пултарулăх уявĕ парнеленĕ. Ăна йĕркелеме пулăшаканĕсем - Чăваш ен Культура министерстви тата республикăн Хор обществи.
Ку чăннипех те масштаблă пулăм. Çакна цифрăсем те çирĕплетеççĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет сцени çинче çак кун пĕрлехи хора 1000 участник пĕрлешнĕ. Конкурса 37 учрежденирен 59 коллектив хутшăннă, вĕсем - 11 муниципаллă округран тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен. Сцена çине профессионалсем те, любительсем те, студентсем те, ветерансем те, аслă ÿсĕмрисем те, ачасем те тухнă.
Каламалла, пĕрлехи хор янăравĕ Вăрнар артисчĕсен хÿхĕм сассисемпе те пуянланнă. Ун йышне округри ветерансен «Вăрнар ен» хорĕ те кĕнĕ. Ку коллектив, палăртмалла, Славян çырулăхĕн тата культурин кунне уявлама пĕрремĕш хут мар хутшăнать, халăх творчествин ырă йăлисене тытса пынине кăтартать.
Клуб учрежденийĕсен ансамблĕсемпе хорĕсен нумай сасăпа шăрантаракан илемлĕ юррисемпе киленнипе пĕрлех залра Чăваш патшалăх академи симфони капеллин, «Классика» капеллăн хăйнеевĕрлĕ таланчĕпе, хăвачĕпе те паллашма май пулнă. Ку - чăннипех те пурне те илĕртекен асамлăх!
Юрă-кĕвĕ уявĕнче тĕрлĕ ăру, тĕрлĕ професси çыннисене тăван ене юратни, тăван халăх культурине упраса халăхра сарасси пĕрлештернĕ. Çак ырă миссие вĕсем пĕтĕм чун хавалĕпе пурнăçласа пыраççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июль 2026 |
