100 çул çитнĕ ятпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2018, 09:27 Просмотров: 512

Иртнĕ çулхи ноябрьте Раççей Президенчĕ В.Путин «С.А.Герасимов ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри патшалăхăн кинематографи институчĕ 100 çул çитнине уявласси çинчен» Указа алă пуснă. Указпа килĕшÿллĕн, республикăра 2018 – 2019 çулсем валли ятарлă План çирĕплетнĕ.

Паллă датăна халалласа Чăваш ен Культура министерствине пăхăнакан учрежденисенче, район-хуласенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ: тематика урокĕсем, çавра сĕтелсем, викторинăсем, конкурссем, ытти культура мероприятийĕсем. Çулталăк вĕçĕнче Пĕтĕм тĕнчери студентсен фестивалĕ пулĕ.

ВГИК тĕнчери пĕрремĕш Патшалăх кино шкулĕ пек 1919 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Унта режиссерсене, операторсене, актерсемпе художниксене хатĕрленĕ. Кунта Лев Куляшов теоретик тата монтаж практикĕ, çавăн пекех унăн вĕренекенĕ Всеволод Пудовкин киноактерсен шкулне уçнă.

ВГИК выпускникĕсем хушшинче – Григорий Чухрай, Марлен Хуциев, Эльдар Рязанов, Андрей Тарковский, Василий Шукшин, Андрей Кончаловский тата ытти паллă режиссерсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика