Район прокуратури кăçалхи августра Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăхăнассипе мĕнле тимленине тĕрĕсленĕ. Çак вăхăтра çитменлĕхсем тупăннă. Хула поселенийĕн администрацийĕ, акă, коммуналлă хытă каяшсене пухса илсе тухассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнман.
Палăртнă тăрăх, вăрман фончĕ çывăхĕнчи граждансен кану вырăнĕсенче çынсенчен юлнă йăла çÿп-çапĕсем, каяшĕсем купаланса выртнă. Çÿп-çап куписем тавралăха чылай вăхăт илемсĕрлетсе сиенленĕ пулин те, вĕсене пĕтерме нимĕнле ĕç те туман.
Ку тĕслĕхпе район прокуратури Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă. Ăна пăхса тухнă хыççăн çÿп-çап свалкисене тасатса тирпейленĕ, должноçри айăплă çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.
Ноябрь 2024 |