Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрне финанс организацийĕсем кредит договорĕ çырнă чух тÿлевлĕ страхлав тивĕçтерĕвĕсене вăйпах илтерни пирки ыйту нумай килет.
Çавăнпа та ăнлантаратпăр: «Потребительсен прависен хÿтĕлевĕ çинчен» саккунăн 16-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, пĕр тивĕçтерĕве пурнăçласси тепĕр тивĕçтерÿрен килме пултараймасть. Енчен те потребительсен прависене пăсакан договора пурнăçланă май унăн тăкаксем пулчĕç-тĕк, вĕсене ĕç тăвакан (сутакан) туллин саплаштарма тивĕçлĕ.
Потребитель ку ĕçсен (тивĕçтерÿсен) тÿлевĕпе килĕшмесен те пултарать. Тÿлеме ĕлкĕрнĕ-тĕк, укçана тавăрма ыйтма право пур.
Кивçен илекен гражданинпа тунă договора пурнăçпа сывлăх страхлавĕ çинчен услови кĕртни потребитель правине пăсни пулать, çакă договора пăрахăçлама сăлтав шутланать. Паллах, гражданина страхлавпа е унсăрăнах кредит илме суйлама ирĕк паман пулсан. Потребитель тÿлевлĕ хушма тивĕçтерÿсем илме хирĕç маррине çырса çирĕплетни кирлĕ.
Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Консультаци центрĕ потребительсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ăнлантарусем-сĕнÿсем парать тата тĕрлĕрен документсем (претензисем, заявленисемпе çăхавсем, тавăçсем хатĕрлеме пулăшать).
Граждансене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 201, 202-мĕш пÿлĕмсем. Çыхăнмалли телефонсем – 8(8352) 56-46-66, 56-29-01. Ыйтусене urist.cеАдрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă почта адресĕпе те яма юрать.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
