Пулăшу кÿреççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 15:39 Просмотров: 12

Социаллă фонд Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе вĕсен çемйисене анлă пулăшу мерисемпе тивĕçтерет. Уйрăмах - ача кĕтекенсене.

Призывпа çар службинче тăракансен е çар вĕрентÿ организацийĕнче пĕрремĕш курсра ăс пухакан курсантсен çие пур мăшăрĕсене пĕр хутчен пособи тÿлеççĕ. Кăçал ун виçи 45054,24 тенкĕпе танлашать. Пособие кашни çулах индексацилеççĕ, çие пурри 180 кунран иртсен çеç тÿлеççĕ. Документсене онлайн режимпа кирек хăш вăхăтра Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ, Социаллă фондăн клиент служби е нумай функциллĕ центр урлă пама юрать. Заявленисене служба вĕçленни 6 уйăх çитиччен çеç йышăнаççĕ.

Призывникăн 3 çул тултарман ача пур пулсан, ăна кашни уйăхра пособи тÿлеççĕ. 2026 çулта ун виçи - 19308,96 тенкĕ. Ачаллă çемьесене кÿрекен çăмăллăхсем пирки Социаллă фондăн сайтчĕнче тата уйрăмĕсенче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика