Амăшĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 15:47 Просмотров: 140

Олега кĕтсе Арина хатĕрленсе тăнă. Яштак кĕлетки çинче çĕнĕ кĕпе унăн. Хулпуççийĕсене хупăрлакан çÿçĕ те, мăйĕнчи шукăль вăчăра та, аллинчи тăпăл-тăпăл сумка та, уринчи çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак та илем кÿреççĕ ăна.

- Ирт, ирт, - чĕнчĕ малалла Аринăн амăшĕ. - Чей ĕçетĕр-и/

- Мĕн эсĕ, анне/ - тĕлĕнсе пăхрĕ хĕрĕ. - Эпир кафене мĕн тума каятпăр тетĕн/

- Чей кăна ĕçеççĕ-и хальхи çамрăксем/ - пĕчĕк пÿлĕмрен илтĕнчĕ ашшĕн сасси.

- Ахалех ан ÿпкеле-ха çамрăксене. Олега черкке тытса ларнине пĕрре те курман.

-Тавтапуç сĕтел хушшине чĕннĕшĕн, - хисеплĕн калаçрĕ каччă. - Ахаль те сирĕн пата килсен кухньăран кăлармастăр. Тутлăран та тутлă кукăль çак хваттерте кăна пĕçереççĕ пулĕ, Зинаида Алексеевна.

-Тутли-мĕнĕ... - именчĕ халĕ хĕрарăм. - Тăрăшатăп ĕнтĕ, сире килĕштĕр тетĕп...

Олегпа Арина хваттер алăкĕ патне пычĕç.

- Нумайччен ан çÿрĕр. Хăть мĕнле пулсан та аçупа пăлханатпăр эпир, Олег...

- Пачах та ан хумханăр. Аринăна тĕрĕс-тĕкел килсе яратăп.

- Пĕрремĕш хут-им/- каллех илтĕнчĕ ашшĕн сасси. - Олега шанмасан кама шанмалла/ Хамăрăн ывăл пекех туйăнать мана, – пÿлĕмрен тухрĕ Захар Иванович.

Подъездра картлашкасемпе чупса анакан çамрăксен сасси хваттерте илтĕнсе юлчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика