Çуллахи сцена уçнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 15:55 Просмотров: 15

Яллă тăрăхсенче культура еткерлĕхне упрама тăрăшни паха. Нумаях пулмасть Шĕнер Ишек ялĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ - çуллахи çĕнĕ сценăна уçнă.

Паллă пулăмпа ял-йыша Шĕнер Ишек территори пайĕн пуçлăхĕ Радим Убаков саламланă. Хĕрлĕ хăйăва касма Шĕнер Ишекри ятлă-сумлă ветеран Илья Убаков тивĕçнĕ. Илья Павлович хăйĕн кунçулне çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассине халалланă. Ветеран Шĕнер Ишек территори пайĕнче, культура тытăмĕнче ĕçлекенсене, халăха хастарлăхшăн, ял малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тунă.

Хăнасемпе ял-йыш валли пуян программа хатĕрленĕ. Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи «Салам» эстрадăпа вокал ансамблĕ, Кушар Юнтапари «Алтăр-çăлтăр», вырăнти «Шĕнер ен» пултарулăх ушкăнĕсем куракансене çĕнĕ сцена çинчен чăн-чăн савăнăç парнеленĕ.

Мероприятире хисепе тивĕçлисене «Ялта чи нумай çул пурăнакан», «Чи çамрăк çын», «Нумай ачаллă çемье», «Чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем» номинацисенче чысланă.

Сцена уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ ăрури çынсем пĕрле концертсене, фестивальсене хутшăнни халăх йăли-йĕркине упрама, пултарулăха аталантарма пулăшать.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика