Раççей Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ терроризмпа çы-хăннă ĕçсемшĕн уголовлă явап тытма тивнине аса илтерет. Ку ведомство обществăлла хăрушсăрлăха пăсма хăтланакан пулăмсене хирĕç тăрассипе йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе пĕрле пур енлĕ мерăсем йышăнать.
Экстремистсемпе террористсем çынсене суя информаци парса, хăратса е ытти майпа террорла ĕçсене явăçтарма хăтланаççĕ. Преступниксем çак тĕллевпе интернет сечĕпе активлă усă кураççĕ. Сăмахран, ултав мелĕпе, ытти тĕрлĕрен майпа хĕтĕртсе террористсем çынсене транспорт инфраструктурин объекчĕсене, административлă çуртсене чĕртсе янă, автомобильсене аркатнă тĕслĕхсем те юлашки вăхăтра сахал мар. Следовательсем асăрхаттараççĕ: çакнашкал киревсĕр ĕçсем теракт, диверси е ытти преступлени шутне кĕреççĕ. Вĕсене йĕркелекенĕсем нумай чухне - ют çĕршывсенче. Преступниксен витĕмне вара час-часах çамрăксем, пенсионерсем тата ыттисем те лекеççĕ.
Апла пулин те яваплăхĕ пуриншĕн те çирĕп. Çавăнпа та Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ пурне те тимлĕ пулма тата кунашкал преступленисем мĕн патне илсе çитерме пултарнине асрах тытма сĕнет. Тепĕр чухне хăйсен хушăвне пурнăçланăшăн палламан çынсем укçа хавхалантарăвĕпе те илĕртме пултараççĕ. Анчах ан манăр: преступлени тунăшăн хакĕ татах та пысăкрах пулĕ - ирĕксĕр юлни таранах.
Хамăр инф.
Сентябрь 2026 |
