Республикăра эфирлă телерадиовещани сечĕсене цифра технологийĕсем çине куçарас ĕç вĕçленсе пырать.
«Раççейре 2009–2018 çулсенчи тапхăрта телерадиовещание аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа çĕршыври пур ял-хулара та тÿлевсĕр 20 телеканала пăхма май пулĕ. Хальлĕхе Чăваш енре пĕрремĕш мультиплекса 10 программа кĕрет. Тепĕр вунă телеканал ку çул вĕçне хушăнĕ. Иккĕмĕш мультиплекс Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ.
Аналоглă телевещани 2019 çулхи январьтен ĕçлеме пăрахĕ. Çавăнпа та унччен йышăну оборудованине туянсан аванрах.
Чăваш ен Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов Вăрнарта иртнĕ тĕлпулура хальлĕхе 68 ялта центрти эфирлă телевидени сигналĕ вуçех çуккине палăртнăччĕ. Вăл шутра – пирĕн районти Ярмушка ял тăрăхĕнчи ялсенче тата Упнерте те.
Ку ыйтăва татса пама Раççей Çыхăну министерстви спутник телевиденийĕн операторĕсемпе килĕшÿ тума хатĕрленет, çавна май сигнал çук ялсенче пурăнакансем кирлĕ оборудование йÿнĕрех хакпа туянма пултараççĕ. Паянхи куна республикăри 1477 кил хуçалăхĕ (28 процент) спутник телевиденине пăхать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |