Чукун çул - вăйă вырăнĕ мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:20 Просмотров: 15

Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри Линейнăй пайĕ ачасен айăпĕпе чукун çул çинче инкеклĕ лару-тăру тухма пултарнине пĕлтерет. Вĕсем хăйнеевĕрлĕ вăйă тупнă-мĕн - рельссем çине чулсем хурса ашкăннă. Çакă хăйсемшĕн те, транспорт çÿревĕшĕн те пысăк хăрушлăх кăларнине пачах та шутламан.

Çак пăтăрмах «Канаш-Вăрнар» перегонĕнче пулса иртнĕ. Линейнăй пай информацийĕ тăрăх, чукун çул çинчи ачасем пирки пĕлтерÿ дежурнăй чаçе Вăрнар станцийĕнчен килнĕ. Информацие вара груз турттаракан поезд машинисчĕ хыпарланă иккен. Вăл ачасене асăрхасан тÿрех сасă сигналĕ пама ĕлкĕрнĕ, çавна май лешсем вăхăтра чупса тухма пултарнă.

Чукун çул çинче ашкăнакансене транспорт полицийĕн сотрудникĕсем çийĕнчех шыраса тупнă. Палăртнă тăрăх, вĕсем - 7, 10, 11, 12 çулсенчи пилĕк ача, Вăрнар поселокĕнче тата Шупашкар хулинче пурăнаканскерсем. Çамрăксем хăйсен айăпне тунман. Хăйсен поездсене е чукун çула сиен тăвас шухăш пулманнине, ку ĕçе выляса-ашкăнса тунине каланă вĕсем. Çула çитменнисемпе тимлекен инспектор вĕсемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, кунашкал «вăйăсем» мĕнле вĕçленме пултарнине ăнлантарнă. Ашшĕ-амăшĕсене вара административлă явап тыттарнă - вĕсем тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 5.35-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе протоколсем çырнă.

Чăваш енри Линейнăй пайăн сотрудникĕсем асăрхаттараççĕ: каникулта та, ытти чух та ачасем вăхăта ăçта, мĕнле ирттерни яланах сăнавра пулмалла.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика