Официаллă кăтартусем тăрăх, Раççейре
çулсеренех кăмпа çисе наркăмăшланнă пĕр пин енне тĕслĕхе регистрацилеççĕ. Шел те, 30 енне тĕслĕхĕ вилĕмпе вĕçленнĕ-мĕн. Чи наркăмăшлă кăмпасенчен чылайăшĕ çиме юрăхлисемпе пĕр евĕрлĕ, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем питĕ хăрушă.
Тепĕр чухне вĕсен хăшпĕр тĕсĕсене тĕрĕс уйăрас тĕлĕшпе специалистсем умне те йывăрлăхсем тухса тăраççĕ иккен. Тата кăмпа сиенлине тутипе те пĕлме çук. Çиме юрăхсăр кăмпана апата яни вара организма йывăр наркăмăшлантарма пултарать - пурнăçшăн хăрушлăх кăларасси таранах.
Пирĕн тăрăхри чи сиенлĕ кăмпасем - шупка тислĕк кăмпи ?бледная поганка%, шăна кăмпи ?мухомор% тата шуйттан кăмпи ?сатанинский гриб%. Вĕсен япăх пахалăхĕсем хăть мĕнле пĕçерсен-хатĕрлесен те пĕтмеççĕ. Унсăр пуçне суя сар кăмпа ?лисичка%, суя уплюнкка, ут тути çисен те наркăмăшланма пулать. Çавăн пекех кăрăçсем те шанчăклă шутланмаççĕ, вĕсем алкогольпе пĕрле уйрăмах сиенлĕ. Тата кăмпана ачасен, ватăсен, сывлăхĕ хавшак çынсен апатне кĕртмелле мар - наркăмăшланни вĕсемшĕн пуринчен ытла хăрушă.
Çулла вĕçленсе пырать, майĕпен кĕркунне еннелле куçатпăр. Апла-тăк - кăмпа вăхăчĕ: «шăп сунара» юратакансем вăрманалла васкаççĕ. Анчах ку çимĕçе пуçтарнă чух та, апатра усă курма та питĕ асăрхануллă пулмалла.
Кăмпасен хăвăр лайăх пĕлекен, шанчăклă тĕсĕсене кăна пуçтармалла.
Автомобиль çулĕсем, производство предприятийĕсем, çынсем пурăнакан вырăнсем çывăхĕсенчи лаптăксенче ÿсекен кăмпана татмалла мар.
Пуçтарнă чух кăмпана тутанса пăхма ан хăтланăр.
Кăмпана пакетсене, витресене пухмалла мар. Вăл карçинккара лайăхрах упранать.
Татса килсен кăмпана çав кунах хуртлисенчен, çемçелнисенчен, пăсăлнисенчен тата çÿп-çапран тасатса тирпейлемелле, пĕр хут пĕçерсе илмелле.
Наркăмăшланасран асăрханăр: килте типĕтнĕ, маринадланă, консервланă кăмпана алăран ан туянăр.
Лавккара илетĕр пулсан, тĕркемсен шанчăклăхне, этикетка пуррине лайăх тĕрĕслемелле.
Вунтăватă çул тултарман ачасене кăмпа вуçех те çитермелле мар.
Пасарсенче тата ярмăрккасенче пахалăх экспертизи витĕр кăларнă кăмпана кăна сутма юрать.
Хамăр инф.
Сентябрь 2026 |
