Çулсене йăлтах хытарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:21 Просмотров: 14

Çул - пурнăç артерийĕ. Вăл пурринчен, ун якалăхĕнчен çынсен социаллă хăтлăхĕ, пурнăç шайĕ нумай килет. Темиçе çул каяллахипе тан-лаштарсан паян ялсене кĕрсе тухма ансатланчĕ. Çынсем маларах инициативлă бюджет, халĕ «Ниме - халăх бюджечĕ» программăсене хутшăнса урамсенчи çулсене чылай якатрĕç.

Кив Шуртан ялĕнче пурăнакансем те халĕ унчченхи çăрăлчăк, шăтăк-путăклă çулсене калаçура кăна аса илеççĕ. «Сакăр çул каялла пирĕн пата кĕрсе тухма май çукчĕ. Çумăрлă çанталăксенче, çуркуннепе кĕркунне машинăсене пылчăкран тĕке-тĕке кăлараттăмăрччĕ. Халĕ вара кашни урама кирек мĕнле çанталăкра та кĕрсе тухма пулать», - пĕлтерчĕ хастарсенчен пĕри.

Юлашки çулсенче кунта 2 километр çула вак чул сарса хытарнă. Пĕр çул юсавĕн хакĕ вăтамран 1 миллион та 300 пин тенкĕпе танлашать. Халăхран вара ун ултă процентне кăна пуçтарнă. «Çул ялта питех те кирлĕ. Хамăра çÿреме кăна мар, ятарлă машинăсене кирлĕ чухне кил патне çитме те. Çавăнпа та ытти ĕçсене тăвиччен эпир çул ыйтăвне маларах татас терĕмĕр», - теççĕ кив-шуртансем.

Партин «Халăх контролĕ» проекчĕн муниципаллă координаторĕ, округ депутачĕ Владимир Яковлев çулсен юсавне тимлĕхрех тытать. Хăй те строитель пулнă май, çитменлĕхсем пирки подрядчике тÿрех асăрхаттарать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика