Чăваш литературине юратакансем Улькка Эльмен ?Ольга Геннадьевна Куликова% прозаикăн ятне питĕ лайăх пĕлеççĕ, унăн кĕнекисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ахальтен мар вăл çырнă произведенисем пĕрре мар чи вуланаканнисен йышне кĕнĕ. Çыравçă 1961 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Нурăсри тата Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, «Капкăн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра – Раççей Писателĕсен союзĕн Чăваш енри уйрăмĕн председателĕн çумĕ.
Малтанхи калавĕсемпе повеçĕсем район хаçатĕнче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă. Улькка Эльмен 2002 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм/..» ?2001%, «Кая юлнă ÿкĕнÿ» ?2002%, «Çирĕп чунлисем телейлĕ» ?2010%, виçĕ томлă «Упраймарăм сана…» роман ?пĕрремĕш кĕнеке – 2012, иккĕмĕш кĕнеке – 2015, виççĕмĕш кĕнеке – 2018%, «Пурнăç сулăнка лексен…» ?2022%, ачасем валли – «Сарă кĕпе» ?2016%, «Кушак» ?2021%, «Интернетри юрату» ?2024%.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Сентябрь 2026 |
