Сивĕтекен оборудованипе тивĕçтереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:22 Просмотров: 188

Чăваш Республикинче округсенчи ветеринари станцийĕсенче хальхи йышши сивĕтекен оборудованисем вырнаçтараççĕ. Вĕсем вилнĕ чĕрчунсемпе вĕсен юлашкийĕсене ятарлă предприятине утилизацилеме илсе кайиччен температура режимне тата ветеринарипе санитари требованийĕсене пăхăнса упрама май параççĕ. Çапла майпа ерекен чирсем сарăлас хăрушлăха асăрхаттараççĕ. Кашни камерăна 10 пуç шултра мăйракаллă выльăх е 50 пуç пĕчĕк мăйракаллă чĕрчун вырнаçма пултарать. Сивĕтекен камерăсене Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Шупашкар тата Тăвай округĕсенчи ветеринари станцийĕсенче лартма палăртаççĕ. Оборудованине туянма республика бюджетĕнчен 6,8 млн тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика