Ырă ĕçсем тума васкар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:22 Просмотров: 11

Ачасен çуллахи каникулĕ интереслĕ те пуян иртет. Пĕрисем кунĕ-кунĕпе картишĕнче выляççĕ, теприсем велосипедпа ярăнаççĕ. Чылай ача вара ашшĕ-амăшне сад-пахчара е кил хуçалăхĕнче хаваспах пулăшать. Вăрнарти 1-мĕш шкулăн вĕренекенĕ Константин Семенов маттурах. Вăл çак çуллана ырă ĕçсене халалланă.

Сăмахран, кăçал Костя ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вырăнти пĕве хĕррине тирпей-илем кĕртме хутшăннă. Арçын ача наян çынсем хăварнă пластик кĕленчесене, пылак çимĕç чĕркемĕсене тата ытти çÿп-çапа пуç çĕклемесĕр тенĕ пек пуçтарнă. Семеновсем тăрăшнипе шыв-шур хĕрри каллех таса пулса тăнă.

Костьăн ашшĕ-амăшĕ ывăлĕпе питĕ мăнаçланаççĕ. Тавралăхшăн тăрăшас, çывăх çынсене пулăшас йăла шăпах ача чухне аталаннине çирĕплетеççĕ вĕсем. Пĕрремĕш класс пĕтернĕ арçын ача вара пĕве тавралла тирпейленĕ хыççăн чăн-чăн савăнăç туйнине пĕлтернĕ. «Таса шыва курсан кунта каллех кăвакалсем ишме пултарассине ăнлансан чунра çав тери лайăх пулса каять», - шухăш-кăмăлне палăртнă çамрăк хастар. Хăйĕн ĕçĕн результатне курни, тăрăшнине пула çутçанталăка илемлĕрех сăн кĕни мĕн тери паха уншăн.

Костя Семенов пек ачасем çине пăхатăн та çакна ăнланатăн - çуллахи каникул ырă ĕçсемпе тулсан интереслĕ те усăллă иртет. Пысăк чун-чĕре пулсан ырă ĕç тума пĕрре те йывăр мар иккен.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика