Августăн 28-мĕшĕ - Çар врачĕсен кунĕ. 1805 çулта I Александр патша указĕпе çак кун çарта пĕрремĕш хут медицина управленине туса хунă.
Нумаях пулмасть Кÿкеç поселокĕнче çар медикĕсене асăнса палăк уçрĕç.
Каласа хăвармалла, пиншер «шурă халатлă» çар çынни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче госпитальсенче, медсанбатсенче тата вăрçă хирĕсенче паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Тухтăрсем çинчен «Память народа» сайтран пĕлме пулать.
Семен Иванович ХАРЛАМПЬЕВ 1897 çулта Калинино салинче çуралнă. Фронта 1941 çулта кайнă. 196-мĕш медсанбат командирĕ, Хĕвеланăç фронтĕнче тăнă, майор.
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн награда хутĕнчен: «Пысăк квалификациллĕ хирург, нумай боецсемпе командирсен пурнăçне çăлнă, вĕсем хушшинче Коваленко тата Смирнов генералсем те пур. Харлампьев пиншер тĕрлĕ йывăр операци тунă. Вăл ертсе пыракан медсанбат куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава тивĕç пулнă. 19.11.1942».
Евдокия Ефремовна БОГАЧЕВА 1907 çулта Калининăра çуралнă. 1865-мĕш номерлĕ эвакогоспитальти çар врачĕ, терапевт-хирург. «Красная Звезда» орденĕн награда хутĕнчен: «1941 çултанпа госпитальте йывăр аманнă боецсене сиплесе ура çине тăратассипе ырми-канми тăрăшать. Темиçе тĕслĕх:
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,
таврапĕлÿçĕ
Сентябрь 2026 |
