Экологишĕн тăрăшар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:24 Просмотров: 14

Кивĕ шинăсене Чăваш енре пурăнакансем пĕр уйăхра 8 пин ытла пухнă. Çапла вара республика регионсем хушшинчи «Симĕс шина» акцие хастар хутшăнать. Хăйсен срокне ирттернĕ покрышкăсене пухса тирпейлеме ярас ĕç кал-кал пырать.

Киввисенчен кайран металлокорд, резина тĕпренчĕкĕсем, çĕнĕ шинăсем, экологи топливи, мотор çăвĕсем тата ытти продуктсем туса кăлараççĕ.

«Экологи ырлăхĕ» нацпроект шайĕнче тата «Единая Россия» партин «Таса çĕршыв» тата «Симĕс экономика» проектсен хастарĕсем пулăшнипе ĕçлетпĕр, - пĕлтернĕ Чăваш ен Çутçанталăк министерствинчен.

Республикипе 16 тăрăхра ятарлă пунктсем уçнă. Палăртмалла, Вăрнарти Ленин урамĕнчи 125-мĕш çуртра та кивĕ шинăсене йышăнаççĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика