Тĕпре – инфратытăма çĕнетесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:24 Просмотров: 10

Чăваш енре наци проекчĕсен тĕллевĕсем тивĕçлĕ пурнăçланса пыраççĕ. Вĕсем республикăри, çав шутра муниципалитетсенчи, чылай вăхăт кăткăс пулнă ыйтусене татса пама, пысăк ĕçсем ирттерме май пачĕç.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 12 наци проекчĕ йĕркипе регионти 44 проекта пурнăçа кĕртме 24 миллиард тенкĕ енне янă. Ку кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 70 процент нумайрах. Чи анлă усă куракан направлени вара «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пулса тăнă-мĕн. Ун мероприятийĕсене ирттерме укçа-тенкĕн чи курăмлă пайне - пĕтĕмпе 9 миллиард тенкĕ ытла - уйăрнă.

- «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ вăл - çулсем, картишĕсем, çурт-йĕр строительстви, коммуналлă хуçалăх тата ытти нумай-нумай объект. Ахальтен мар ку ĕç-хĕле тимлĕх те, укçа-тенкĕ те ытларах хывăнать. Çак объектсенчен кашниех çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн питĕ пĕлтерĕшли каламасăрах паллă, - çирĕплетнĕ Олег Николаев.

Вăрнар округĕнче те «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ анлă улшăнусен никĕсĕ пулса тăчĕ. Куратпăр, поселок урамĕсенчи, ялсем хушшинчи çулсем, республика автотрассисен округ витĕр тухакан участокĕсем çĕнелеççĕ. Вăрнарти, Калинино салинчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче территорисене хăтлăх кĕртессипе тимлеççĕ. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн модернизацийĕ те асăрхаврах: ку объектсенче те юсав-çĕнетÿ ĕçĕсем пыраççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика