Октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕркуннехи призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Ун умĕн РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ çар службинчен пăрăннипе çыхăннă преступленисемпе 2017–2018 çулсенче пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкернине пĕтĕмлетрĕ.
Раççей Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – Раççей гражданинĕн тивĕçĕ. Ăна пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пытанса çÿренĕшĕн уголовлă яваплăх кĕтет. Чи йывăр айăплав – 2 çул таран ирĕксĕр хăварни. Айăплавăн ытти тĕсĕсем – 200 пин тенкĕ таран штраф, 2 çул таран хистесе ĕçлеттерни.
Çулталăк пуçланнăранпа ку ушкăнри пĕр уголовлă ĕçе тишкерсе суда янă (пĕлтĕр çак тапхăрта – иккĕ). Уголовлă ĕçе Канаш çамрăкĕ тĕлĕшпе пуçарнă. Вăл çар службине кайма юрăхлă шутланнă, тивĕçрен пăрăнма унăн нимĕнле саккунлă сăлтав та пулман. Анчах, призыв мероприятийĕсене хутшăнма чĕнекен повесткăсем темиçе хутчен те килнине пăхмасăрах, çамрăк çар комиссариатне пыман.
Çар службинчен пăрăнакан яшсен шучĕ çулсеренех чакса пырать. 2011 çулта 38 çынна уголовлă явап тыттарнă пулсан, пĕлтĕр – 8 çамрăка. Çак пулăм çар службин пĕлтерĕшĕ ÿснине кăтартать.
Каласа хăвармалла: уголовлă явап тытни хĕсмете каяссинчен хăтармасть. Айăплав вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн çар тивĕçне пурпĕрех пурнăçлама тивет.
Палăртнă штрафа тÿлемесен те явапа çирĕпреххипе улăштарма пултараççĕ, вăл шутра – колоние ярассипе те.
Районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕ.
Октябрь 2024 |