«Хамăр сасăпа пуласлăха çыратпăр...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:25 Просмотров: 11

Пултаруллă та хастар çын кирек мĕнле ĕçре те ăнăçлă. Хăйĕн тивĕçне лайăх ăнланать, шаннине яланах тÿрре кăларать, тĕслĕх кăтартса ыттисене хăй хыççăн ертсе пырать. Отиккăвăри Татьяна Николаевна Ивановăна та çакăн пек вăр-вар та çивĕч çынсен ушкăнне кĕртес килет. Сăпайлă хĕрарăм çемье вучахне çирĕп тытса пырать, ăшăлăхпа килĕшÿлĕх хуçаланччăр тесе пĕтĕм чун хавалне хывать. Профессире те маттур, яланах малтисен ретĕнче вăл. Çав вăхăтрах, çемьери тата ĕçри пысăк тиеве пăхмасăрах, обществăлла тивĕçсене хăй çине илме, вĕсене яваплă пурнăçлама та ĕлкĕрет...

Паллах, пурнăç тĕввине тытса пыракан хĕрарăмшăн чи хакли вăл - çемье, çывăх çынсем, ача-пăча телейĕ... Татьяна Николаевна вара - тăватă ача амăшĕ. Пурнăç парнеленĕ тĕпренчĕкĕсене юратура ÿстерес, лайăх воспитани тата çирĕп ăс-тăн парса тивĕçлĕ çынсем çитĕнтерес тесе чунтан тăрăшаççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Аслă хĕрĕсем, акă, тăван килтен вĕçсе тухса кайнă та ĕнтĕ. Иккĕшĕ те шкул пĕтернĕ, халĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илеççĕ. Хастар хĕрсене пархатарлă ĕмĕчĕсемшĕн мухтамалла кăна - пурнăçĕсене вĕсем çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçпе çыхăнтарасшăн. Кĕçĕннисем вара Ивановсен çумрах-ха - шкула тата ача садне çÿреççĕ, аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе вĕсем пекех ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. «Вĕсем ĕç тĕлне пĕлекен, аслисене хисеплекен çынсем пулччăр - çакă чи пĕлтерĕшли, капла хăйсем те пурнăçра çухалса каймĕç, хăйсен тĕрĕс вырăнне тупĕç», - теççĕ ашшĕпе амăшĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика