Иртнĕ эрнере Раççейре, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Офицер кунне паллă турĕç. Ку уяв çĕршыври мĕнпур вăйсен - Хĕçпăшаллă Вăйсен, правăна сыхлассипе тимлекен органсен ?Росгвардин, ФСБ-ăн, МЧС-ĕн тата ыттин% команда составне, çавăн пекех саппасри офицерсене, ветерансене, кадетсене - пĕрлештерет.
Офицер - çарпа флотри структура вăйĕсен, çавăн пекех полицири çар е ятарлă звани пур должноçри çын. Офицерсем - команда составĕн тĕп шăнăрĕ. Вĕсем подразделенисен ĕçне йĕркелеççĕ, çарсем çапăçăва хатĕррине тимлĕхре тытаççĕ.
Олег Николаевич Васильев Вăрнар округĕнчи ятлă-сумлă çын. Вăл 1980 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче Туркменистанри Кизил-Арватра çар служащийĕн çемйинче çуралнă. Вăхăт иртсен ашшĕне - Николай Изосимович Васильева - Венгрири Кăнтăр çар округне, унтан каллех Вăтам Азири çар округне куçарнă. Николай Изосимович Саратов облаçĕнчи Вольскри çар институтне пĕтернĕ. Интернационалист тивĕçне Афганистанра пурнăçланă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ ывăлĕшĕн тĕслĕх пулнă. Служба тĕрлĕ çĕрте иртнĕрен Олегăн çĕршыври чылай шкулта пĕлÿ пухма тивнĕ. Апла пулин те вăл дисциплинăна çирĕп пăхăнса çитĕннĕ. Кĕнеке вулама юратнă. Ачаранах çивĕч ăс-тăнпа, анлă тавракурăмпа палăрнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Узбекистанри Самаркандра, Курган облаçĕнче, унтан Çĕрпелте иртнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Николай ВАСИЛЬЕВ,
запасри офицер.
Сентябрь 2026 |
