Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ йĕркипе çу пуçламăшĕнчен мобильлĕ бригадăсем 359 хут вырăна тухса çынсене йышăннă. Профилактика тĕрĕслевĕсене пĕтĕм муниципаллă тата хула округĕсенче ирттернĕ. Хăйсен сывлăхне пĕтĕмĕшле 44 пин ытла çын тĕрĕслеттернĕ.
Пĕрремĕш хут 2000 чир-чĕре тупса палăртнă. Çакă пациентсене оперативлă сипленме пуçлама май панă. Çакăн пек малтанхи пĕтĕмлетÿсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова правительство çуртĕнчи канашлура паллаштарнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Сентябрь 2026 |
