Çĕнĕ врачсем йышăнма пуçланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:27 Просмотров: 12

Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче Вăрнар район больницин штачĕ çамрăк тухтăрсемпе пуянланса пырать. Иртнĕ эрнере черетлĕ савăнăçлă хыпар çитрĕ: сиплев учрежденине харăсах пилĕк çамрăк тухтăр ĕçлеме килнĕ.

Екатерина Александрова терапевт чирлĕ çынсене пĕтĕмĕшле практика врачĕсен Уравăшри уйрăмĕнче йышăнма пуçлать. Ольга Музякова терапевт кăнтăрлахи стационарта выртакансене сиплеме тытăнать. Çамрăк врачсем хăйсен пĕлĕвĕсене практикăра усă курса паха опыт пухма шанаççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче хăйĕн çулне уçакан тепĕр специалист - Иван Семенов терапевт. «Эпĕ мĕн пĕчĕкренех медицина пирки ĕмĕтленнĕ. Йывăрлăхсене парăнтарса хамăн ĕмĕте пурнăçлама пултарнишĕн савăнатăп. Паян хам ума пысăк тĕллев лартатăп: пулăшăвăн пахалăхне чакармасăр хăвăрт тата эффективлă ĕçлеме вĕренмелле», - тет Çĕрпел каччи.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика