Тÿлевсене ÿстернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2026, 08:27 Просмотров: 10

Чăваш енре вĕрентÿ ĕçченĕсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарас ĕçе вăйлатаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев учительсене хушма пулăшу мерисемпе тивĕçтересси çинчен калакан указа ал пуснă. Унпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 1-мĕшĕнчен педагогсен оклачĕсене 1,5 хут ÿстерме палăртнă. Кĕçĕн классене вĕрентекенсем, ятарлă çар операцине хутшăннă тата çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕ статус пур педагогсем валли çĕнĕ тÿлев - кашни уйăхра хушма 5 пин тенкĕ - кĕртеççĕ.

Çавăн пекех республика конкурсĕсен çĕнтерÿçисене тата çамрăк специалистсене пĕр хутчен тÿлекен укçа-тенкĕне те индексацилеççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен «Чăваш енри çулталăк учителĕ» конкурс лауреачĕсене 200 пин тенкĕ ?малтан 150 пин тенкĕ%, «Чăваш енри çулталăк воспитателĕ» конкурс çÿнтерÿçисене 150 пин тенкĕ ?малтан 100 пин тенкĕ% парса хавхалантарĕç. Ытти 9 професси конкурсĕсенче те тÿлевсем 50 пин тенкĕрен 70 пин тенкĕ таран ÿсĕç. «Шкул çулĕчченхи ачасен тăван чĕлхине аталантармалли чи лайăх практикăсем» тата «Чăваш енри çулталăк советникĕ» çĕнĕ конкурссен çĕнтерÿçисене те 70 пин тенкĕ пама пăхса тухнă.

«Учитель - чи пĕл-терĕшлĕ профессисенчен пĕри. Педагогсенчен пирĕн ачасен, республикăн, пĕтĕм çĕршывăн пуласлăхĕ килет. Кашни кун вĕсем ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштараççĕ, пултарулăха аталантарма, пурнăçри вырăна тупма пулăшаççĕ. Вĕрентекенсен професси ÿсĕмĕ валли условисем йĕркелессси, чи лайăх специалистсене хавхалантарасси тата вĕрентÿ сферинчи пуçарусене аталантарасси - правительство ĕçĕ-хĕлĕн тĕп задачисем юлаççĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика