Çу вăл - тĕлĕнмелле вăхăт! Хаваслă кăмăл-туйăм, кăсăклă çул-çÿрев... Тата шăпах пушă вăхăт ытларах чухне илемлĕ литература тĕнчипе паллашма аван!
Ачасен çуллахи канăвне йĕркеленĕ май Малтикас Ялтăрари ял библиотекинче «Кĕнекепе - сак çинче» мероприяти иртнĕ. Кĕçĕннисем уçă тÿпе айĕнче хăйсен юратнă кĕнекисене вуласа киленнĕ. Мĕн пĕлнине тус-юлташне каласа кăтартнă. Ачасенче тимлĕхе аталантарма тата вĕсене кĕнеке вулама илĕртес тĕллевпе литература викторини ирттернĕ. Çамрăк ăрушăн çуллахи ăшă кун алла кĕнеке тытса ирттермелли питĕ лайăх вăхăт пулнă.
Ачасем кĕнеке этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртнă. «Кĕнеке-пĕлÿ çăлкуçĕ, çывăх юлташ» тесе çирĕплетнĕ. Çамрăк ăру тин кăна пичетленсе тухнă литературăна та, кивĕ кĕнекене те алăра тытма кăмăллать.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Сентябрь 2026 |
