Лиана Родионовна Григорьевана округра нумайăшĕ лайăх паллаççĕ, пĕлеççĕ. Вăл - пултаруллă поэтесса, яваплă та хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен специалист, юратнă мăшăр, анне, обществăлла пурнăçăн хастарĕ, уçă чунлă, ырă кăмăллă çын... Ăшă сăмахсем тата нумай калама пулать маттур чăваш хĕрарăмĕ пирки. Лиана Родионовна 20 çул ытла вырăнти хăй тытăмлăх системинче вăй хурать.
2000 çултанпа вăл Ярмушкари территори пайĕнче пĕр улшăнмасăр ĕçлет. Çак вăхăтра вăл ку тăрăхра пурăнакансем хушшинче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Ял тăрăхĕнчи специалист патне тĕрлĕ ыйтупа килекенсем чылай. Никама та хирĕçлемест Лиана Родионовна, пуринпе те тарават, май килнĕ таран пурне те пулăшма тăрăшать, усăллă сĕнÿ-канаш парать. Ĕçĕ çăмăл мар, яваплăхĕ пысăк. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртаççĕ ентешĕсем. Пушă вăхăт сахал пулин те, обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрать Лиана Григорьева. Вăл Пуканкассинчи обществăлла канашĕн членĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшас пархатарлă ĕçе кÿлĕннĕ. Пуканкассинчи волонтерсен ушкăнĕпе пĕрле вăл çар задачисене пурнăçлакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
нĕ. Кăçал территори пайĕн специалистне Вăрнар округ пуçлăхĕн Надежда Никандрован Тавĕпе чысланă.
Оксана СЕМЕНОВА
Сентябрь 2026 |
