Районти культура çурчĕн артисчĕсем кăçал Раççейре палăртнă Ырă ĕçсен çулталăкне палăрмалла тÿпе хываççĕ.
Иртнĕ эрнере Татьяна Пугачева, Марина Самарова культура ĕçченĕсем тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти волонтер ушкăнĕн хастарĕ Юлия Пугачева Калининăри шкул-интернатра пулнă. Кунта вĕренекенсене вĕсем «Сывă-и, кĕркунне!» хаваслă спектакль-конкурса йыхравланă. Кĕркунне, Матвей кушак аçи тата Лиза шăши çутçанталăкăн çак тапхăрĕн пĕтĕм ырлăхĕпе илемне кăтартнă, туслăха, ĕçченлĕхе, ырăлăха мала хума вĕрентнĕ. Кĕр уявне 100-е яхăн ача хутшăннă. Артистсем Калининăри шкул-интерната Çĕнĕ çул программипе те çитесшĕн.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Октябрь 2024 |